Давид Гвинианидзе ертсе пыракан «Тӗнче таланчӗсем» фонд Федор Шаляпинӑн вышкайсӑр пултарулӑхне сума суса Пӗтӗм тӗнчери бассен Шаляпин фестивальне ирттерет. Пуҫласа йӗркелекен культура мероприятине Шаляпин ҫуралнӑранпа 142 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестивле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мускавра «Хальхи вӑхӑтри бассен чи лайӑх парачӗ» гала-концертпа нарӑсӑн 4-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл Мускаври пӗтӗм тӗнчери Музыка ҫуртӗнче иртнӗ. Концерт хыҫҫӑн фестивальпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи тӗрлӗ хулана тухса ҫӳреме палӑртнӑ. Чи чаплӑ опера театрӗсемпе филармонисенче чи лайӑх симфони оркестрӗсемпе тӗнчери дирижерсем куракансене савӑнтармалла.
Шупашкара фестиваль ыран килсе ҫитӗ. Вӑл Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле. Концерта Калмӑк Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Мускаври Б.А. Покровский ячӗллӗ Патшалӑх академи Камерлӑ театрӑн солисчӗ Игорь Лазеров, Израиль оперин солисчӗ Денис Седов (вӑл Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑра», Миланти «Ла Скалара» юрланӑ), Екатеринбургри патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Олег Бударацкий хутшӑнмалла.
Республика ҫыннисене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне чӗнеҫҫӗ. Мӗн кӑтартӗҫ-ха унта?
Нарӑс уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Чӑваш кӗввин уявӗ иртӗ.
Ҫак кунсенче куракансене Г.Хирпӳн «Нарспи» оперине, Ф.Васильевӑн «Сарпике» балетне пӑхса киленме сӗнеҫҫӗ. Шӑматкун театр сцени ҫинче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ деятельне, республикӑри Патшалӑх премийӗн лауреатне, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Валерий Важарова халалласа концерт пулӗ.
Кӑҫалхи Чӑваш кӗввин уявне шӑпах Валерий Важаровӑн 75 ҫулхи юбилейне халаллама йышӑннӑ.
Чӑваш кӗввин уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пурте 18 сехет ҫурӑра пуҫланаҫҫӗ. Уяв программипе afisha.cheb.ru сайтра паллашма пулать.
Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ.
Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ.
Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем.
Чӑннипе, Литература ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Анчах ӑна тата Чӑваш Республикинчи Константин Иванова халалланӑ ҫулталӑка официаллӑ майпа кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ.
ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Иванов ҫулталӑкне обществӑна литературӑпа ҫывӑхлатас, чӑваш класикӗн ятне тата унӑн хайлавӗсене яланлӑха халӑх асӗнче хӑварас тӗллевпе палӑртнӑ. Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне те халӑха литературӑпа ытларах паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа республикӑн кашни кӗтесӗнчех анлӑ меропиятисем иртӗҫ. Константин Иванов ҫулталӑкне официаллӑ майпа анлӑн уҫма палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Драма театрӗсен актерӗсем юрлаҫҫӗ» республикӑри конкурсне ирттернӗ. Икӗ ҫулта пӗрре йӗркелекен мероприятие хальхинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑннӑ.
Конкурса драма театрӗсен, пуканесен, ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенсем хутшӑнаяҫҫӗ. Кашни конкурсант музыка программи е композици хатӗрлеме пултарать. Анчах 2 номертен ытла пулмалла мар. Артистсем дуэтпа та, триопа та, квратетпа та, уйрӑмшар та юрлаяҫҫӗ. Жанрне тата аккомпанементне хӑйсене суйлама ирӗк параҫҫӗ. Ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Конкурса йӗркелекенсем ҫапах та хӑйне евӗр тӗллев те лартнӑ-ха, кашни номер вӗҫленнӗ театр хайлавӗ пулма тивӗҫ.
Конкурса саккӑррӑн хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче солистсем те, ушкӑнсем те пур. Вӗсем тӗрлӗ темӑллӑ юрӑсене чӑвашла та, вырӑсла та, акӑлчанла та шӑрантарнӑ.
Тӳре йышне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченне Ольга Нестерована (вӑл — тӳресен председателӗ) тата ытти паллӑ ҫынна кӗртнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Анна Кудряшова йышӑннӑ. Ӑна 3 пин те 500 тенкӗ укҫан премипе тата дипломпа чысланӑ.
Чӑваш пичечӗн кунне «Хыпар» хаҫатӑн пӗр ушкӑнӗ уява каймасси пирки пӗлтерет имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать.
Уяв, аса илтеретпӗр, ҫак шӑматкун Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртмелле.
Маларах асӑннӑ МИХа редакцинчи ҫӑлкуҫ «редакцинче ыйтусем малтанах пулнине», «ҫӗнӗ пуҫлӑх Валерий Туркай килсен лару-тӑру ылмашасса» шаннине пӗлтернӗ-мӗн. Халӗ унта ахаль те пӗчӗк ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ, гонорара ҫынсем курмаҫҫӗ имӗш. Хайхи ҫын «опытлӑ кадрсем» ӗҫрен кайни пирки те систернӗ пулать. Гендиректорӑн ҫумӗсем пиллӗк ҫынна ҫитсе кайнӑ иккен. «Тиражӑн самай пайӗ макулатурӑна каять», ҫавӑнпа та «хыпарҫӑсен уяв шухӑшӗ мар» имӗш.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ. Ҫавна май республикӑра интереслӗ проектсем пурнӑҫа кӗрӗҫ.
Ыран Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Литература тавралӑхӗ» проект пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗнчери литература классикине юрӑ-кӗвӗ сцени ҫине кӑларӗҫ.
Кӑрлачӑн 14 тата 21-мӗшӗсенче Петр Чайковскин «Пиковая дама» тата «Евгений Онегин» оперисене куракансен умне кӑларӗҫ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Пьер Бомарше камичӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Безумный день или женитьба Фигаро» тухӗ. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври сценӑсем ҫинче ӑнӑҫлӑ тухать.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Севильский цирюльник» курма чӗнеҫҫӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вара «Отелло» опера кӑтартӗҫ.
Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ.
Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур.
Шупашкарта «Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Ӑна тӑлӑх ачасене пулӑшу парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Хулара ҫак пилӗк кунра ача ҫурчӗсенчи тата интернатсенчи 3 пине яхӑн шӑпӑрланпа вокал тата актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене Евгения Лагуна юрӑҫ ертсе пырӗ.
Пӗтем тӗнчери тур темиҫе уйӑх каялла Италире старт илнӗ. Проектпа килӗшӳллӗн ыркӑмллӑх концерчӗсем темиҫе ҫӗршывра иртнӗ. Раҫҫейре вара вӑл чи пӗрремӗш Шупашкарта пулӗ.
Евгения Лагуна пӗтӗмпе Раҫҫейри 30 хулана ҫитсе курма тӗллевленнӗ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче Евгения Лагунӑн гала-концерчӗ иртӗ. Шупашкарти тура тӗнчери паллӑ икӗ ҫӑлтӑр та килӗ: Америкӑри дирижер тата композитор Misha Segal, тата Автралири рок-юрӑҫ Rob Meister. Вӗсем Евгения Лагунӑпа пӗрле Оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.
«Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ чӳкӗн 25, 27 тата 28-мӗшӗсенче 13 сехетре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче тата раштавӑн 3-мӗшӗнче вӑл Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Ун чухне те 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӳкӗн 25-30-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери Максимов ячӗллӗ опера фестивалӗ иртӗ. Фестиваль «Кармен» премьерӑпа уҫӑлӗ.
Ж.Бизен «Кармен» постановкӑна РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Пысӑк театр ӑсти Юлиана Малхасянц тата Мускаври ӳнерҫӗ Дмитрий Чербаджи лартаҫҫӗ. Ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Ольга Нестерова ертсе пырӗ.
Тӗп рольсенче ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Ольга Вильдяева, Дмитрий Сёмкин, Иван Снигерев, Сергей Алексеев, Людмила Яковлева, Михаил Мокшанов, РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Мария Еланова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Сергей Кузнецов, Иван Николаев, Татьяна Тойбахтина, Татьяна Прытченкова, Константин Москалёв, Ольга Васильева, Елена Соколова тата ыттисем вылӗҫ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Кармен сӑнарне пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ, Екатеринбургри Надежда Бабинцева калӑплӗ.
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Дж.Пуччинин «Флория Тоска» тӗлӗнтерӗ. Кавардосси сӑнарне Эрменри солист, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Ованес Айвазян вылӗ.
Чӳкӗн 30-мӗшӗнче гала-концерт пулӗ. Унта Хорватири Сандра Пламенац, Китайри Юань Гуанцюань, пирӗн театр солисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |